И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх çырнă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ

И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх çырнă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ

  Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать.Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх çырнă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса 1-4-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хăйсем вуланă калавсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. Çак мероприяти вăхăтĕнче кашни ача хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма пултарчĕ. Иккĕмĕшсемпе виççĕмĕш класра вĕренекенсем уйрăмах хастар хутшăнни, тăрăшса хатĕрленни палăрчĕ.

    1-мĕш вырăна тухнисем: Тифанов Артем, Винникова Александра - 2-мĕш кл;

    2-мĕш вырăна тухнисем: Петров Иван, Иванова Кира, Михайлов Данил - 2-мĕш кл;

    3-мĕш вырăна тухнисем: Николаева Елизавета, Васильев Анатолий - 3-мĕш кл..

    Маттур, ачасем, малалла та ăнăçу сунатпăр сире!