«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ - 2024» акцие хутшăнчěç

«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ - 2024» акцие хутшăнчěç

     Паян, ака уйǎхӗн 24-мӗшӗнче, Тăвай муниципаллă округăн Тушкил пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта вěренекенсем  «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ - 2024» акцие хутшăнчěç. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхине юратма, упрама хавхалантарасси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни пĕлӳ шайне тĕрĕслемелли  мел те пулса тǎрать. Кǎçалхипе тăххăрмěш çул иртрě вǎл. Диктанта Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес тата Çемье çулталăкĕсене халалланă.  Акцие 11 ача хутшăннă, пурне те тав сǎмахĕ калатпăр, малашнехи пурнăçра ǎнǎçу сунатпǎр!


Фотогалерея