«Аслӑ çул пуçӑмӑр - И.Я.Яковлев» кӗнеке куравӗ

«Аслӑ çул пуçӑмӑр - И.Я.Яковлев» кӗнеке куравӗ

    Тушкилти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пырать. Çав тивлетпе шкулти библиотекӑра «Аслӑ çул пуçӑмӑр - И.Я.Яковлев» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Чăваш çырулăхне йĕркелесе, пуçарса янă çын Иван Яковлевич Яковлев пулнă. Вăл чăваш историне тăван халăха çутта кăларас енĕпе улăпла ĕçсем тунипе çеç мар, чăваш литературине аталанма, культурине пур енлĕн ешерме пулăшнипе те кĕрсе юлнă. Чăвашсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. И. Я. Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячĕ чаплă, сумлă, хисеплĕ.