Тушкил
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла
пырать.Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Я.Яковлев
калавĕсем тăрăх çырнă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса 1-4-мĕш класра
вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хăйсем вуланă калавсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. Çак
мероприяти вăхăтĕнче кашни ача хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма пултарчĕ.
Иккĕмĕшсемпе виççĕмĕш класра вĕренекенсем уйрăмах хастар хутшăнни, тăрăшса хатĕрленни
палăрчĕ.
1-мĕш вырăна тухнисем: Тифанов Артем,
Винникова Александра - 2-мĕш кл;
2-мĕш вырăна тухнисем: Петров Иван,
Иванова Кира, Михайлов Данил - 2-мĕш кл;
3-мĕш вырăна тухнисем: Николаева Елизавета,
Васильев Анатолий - 3-мĕш кл..
Маттур, ачасем, малалла та ăнăçу сунатпăр
сире!