«Янăра,чăваш чĕлхи!» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ

«Янăра,чăваш чĕлхи!» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ

 

Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,

                                                                              Эс-чи пахи, эс-чун уççи!

Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,

                                                                                        Пин чĕлхерен чи çепĕççи!

 

      Шкул ачисен пултарулăхне тупса палăртас, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепене ÿстерес тĕллевпе ака уйăхĕн 26–мĕшĕнче Тушкил пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Янăра, чăваш чĕлхи!» темăпа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Сăвă вулама 1-6-мĕш классенче вĕренкенсем кăмăл турĕç. Ачасем чăваш поэчĕсен сăввисене уççăн янăраттарчĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 1-4 кл. хушшинче пĕрремĕш вырăна  Петрова Анастасия (4 кл.) тухрĕ, иккĕмĕш вырăна- Захарова Елизавета, Осипова Анастасия (1кл.),  виççĕмĕш вырăнта – Игнатьева Алиса, Николаева Елизавета, Андреева Евгения (3 кл.). 5-6-мĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăн Кириллов Владислав (5кл.) йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăнта - Цыганов Арсений (6 кл.), виççĕмĕшĕнче – Григорьев Вадим (5 кл.). Ачасем хăйсем суйласа илнĕ сăвăсене чун туйăмĕпе илемлĕ вуласа парса куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕç. Ҫӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр!